Комментари хушас

26 Ака, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн журналисчĕ урок ирттернĕ

Чăваш чĕлхи эрни пырать. Пирĕн журналистсем те уяв мероприятийĕсене хутшăнаççĕ, чĕлхемĕре аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хываççĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Изман паян Шупашкарти 19-мĕш шкулта пулчĕ, 9-мĕш класс вĕренекенĕсемпе чăваш чĕлхи урокĕ ирттерчĕ.

Алина Ивановна ачасемпе çамрăксем валли тухса тăракан чăваш хаçат-журналĕпе паллаштарчĕ. Журналистикăпа кăсăкланакансемшĕн старт илмелли лайăх лапам пуррине палăртрĕ.

Яшсемпе хĕрсем шыв сыпнă пек шăпăрт лармарĕç, хаçат ĕçченĕ валли чылай ыйту хатĕрленĕ. Уйрăмах вĕсем журналист каласа панă пăтăрмахлă историсене хавхаланса итлерĕç.

Ăшă та усăллă тĕлпулушăн чăваш чĕлхи учителĕсем Роза Мазиковăпа Марина Швецова хаçат ĕçченне тав турĕç.

 

Рубрика: