Комментари хушас

27 Ака, 2018

Аварире 13 çын шар курнă

Шупашкарта Nissan Sunny автомобиль водителĕ пассажир микроавтобусĕпе çапăннă. Сăлтавĕ — транспорта итлеттерейменни. Аварире 13 çын, çав шутра çăмăл машинăн водителĕ те, шар курнă. Кун пирки ЧР ШĔМ пресс-служби пĕлтерет.

Инкек акан 26-мĕшĕнче каçхи 9 сехет иртни 40 минутра Гагарин урамĕнче, «Тĕп пасар» çывăхĕнче пулнă. Маларах палăртнă тăрăх, Nissan Богдан Хмельницкий урамĕ енчен килнĕ. Кĕпер айĕнчен тухнă чухне 39 çулти водитель машинине итлеттереймен, хирĕç çул çине тухнăскер 60-к номерлĕ маршрутпа çÿрекен Fiat Ducato микроавтобуса пырса тăрăннă.

Авари хыççăн çăмăл машина водителĕпе автобусри 11 пассажира больницăна илсе кайнă. Иккĕшне тата йывăр аманнă автомобиль хуçине госпитализациленĕ, ыттисене медпулăшу панă хыççăн киле янă.

Полици ĕçченĕсем авари сăлтавĕсене тĕпчеççĕ. Йĕрке хуралçисем пĕлтернĕ тăрăх, унччен çăмăл машина хуçи çул-йĕр правилисене пăсни пулман.

 

Теги: