Комментари хушас

27 Ака, 2018

«Хыпар» никĕслевçине асра тытса

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче Никольский вулавĕсем уçăлаççĕ.

Республика шайĕнче иртекен ăслăлăх-практика конференцийĕ çитĕнекен ăрăва пĕтĕмĕшле глобализаци тата цифровизаци саманинче кăмăл-сипет воспитанийĕ парассин ыйтăвĕсене тĕпе хурать. Мероприятие Раççейри Ырă тăвакан çулталăкне тата чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.

Педагогика конференцийĕн тĕллевĕсен шутĕнче çавăн пекех вĕрентекенсен хальхи саманара çамрăксене кăмăл-сипет воспитанийĕ парас енĕпе пухнă опычĕпе паллаштарасси, педагогсене ăслăлăх-тĕпчев, теори тата практика ĕç-хĕлне анлăрах явăçтарасси пулнине палăртмалла.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.