Комментари хушас

28 Ака, 2018

Чи-чи лайăххисене чысларĕç

Паян Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ Культура керменĕнче педагогсен професси ăсталăхĕн республика конкурсĕн финалне хутшăннисене чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсене «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен», «Çулталăкри чи лайăх воспитатель», «Чи лайăх класс ертÿçи», «Çулталăкри чи лайăх социаллă педагог», «Çулталăкри чи лайăх педагог-психолог», «Педагогикăри дебют» номинацисемпе палăртрĕç. Кăçал конкурса пурĕ 123 учитель хутшăннă.

Асăннă конкурсăн пĕлтерĕшĕ пысăк: пултаруллă педагогсене тупса палăртасси, вĕсене май килнĕ таран пулăшасси, çак ĕçри чи лайăх, пуян опыта çамрăксене парасси. Республикăри Çамрăк педагогсен канашĕн пуçарăвĕпе 2016 çултанпа «Педагогикăри дебют» конкурс ирттерме пуçланă.

Вĕрентекенсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, вĕсен ĕçĕ йывăр та пархатарлине, канăçсăр та чыслине, республика пуласлăхĕн хуçисем паян мĕнле лару-тăрура, кам аллинче пулнинчен нумай килнине палăртрĕ.

Конкурсăн чи пысăк наградине — ЧР Пуçлăхĕн 150 пин тенкĕ премине — «Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен» ята тивĕçнĕ Шупашкарти 2-мĕш шкулти Татьяна Андреевăна пачĕç. «Чи лайăх воспитатель» номинацире çĕнтернĕ Çĕмĕрлери 19-мĕш ача садĕнчи Елена Михайлова педагог-психолог 100 пин тенкĕ укçана тивĕçрĕ. «Чи лайăх класс ертÿçине» — Çĕмĕрле районĕнчи Улхаш шкулĕнчи  Александр Малькова, «Çулталăкри чи лайăх социаллă педагога» Канашри транспортпа энергетика техникумĕнчи Ирина Сладковăна тата «Çулталăхри чи лайăх педагог-психолога» Шупашкарти 2-мĕш шкулти Александра Гореловăна 50-шар пин тенкĕ парса хавхалантарчĕç. «Педагогикăри дебют» ята  Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнчи Ксения Михайлова тивĕçрĕ.

СĂМАХ МАЙ 

Чăваш Ен педагогика тытăмĕнче 9,5 пин вĕрентекен, çав шутра 6,7 пинĕшĕ — класс ертÿçи, 156 педагог-психолог, 237 социаллă педагог. 6,2 пин педагог шкул çулне çитменнисемпе ĕçлет.

Анна ЕГОРОВА, ЧР Вĕрентÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литературин кафедрин заведующин тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, жюри членĕ:

Конкурсăн тĕллевĕсем пархатарлă: чи лайăх, пултаруллă учительсене тупса палăртасси, вĕсене пĕр-пĕринпе çывăхлатасси. Эпĕ, тăван чĕлхене вĕрентес енĕпе ĕçлекенскер, кунашкал конкурссенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене ытларах курма ĕмĕтленетĕп. Кăçал тĕп хулари 2-мĕш шкулти Ираида Матьянова хутшăнчĕ, вăл 47-мĕш шкулта ирттернĕ урока киленсе итлесе лартăм.

Марина СТЕПАНОВА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн шкулчченхи вĕрентĕвĕн кафедра доценчĕ, жюри членĕ:

— Конкурса хутшăннисем ачасемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç, вĕсем йăлана кĕнĕ меслетсемсĕр пуçне инноваци технологийĕсемпе те анлăн усă курчĕç. Çапла майпа кĕске вăхăтрах педагогика ăсталăхне, методика витĕмлĕхне палăртма пултарчĕç.

Рубрика: 
Теги: