Комментари хушас

16 Çу, 2018

Тĕлĕнтермĕш кÿршĕсем

Эпĕ ялта пурăнатăп. Çамрăк мар ĕнтĕ, 75 çул тултартăм. Пĕччен пурăннăран час-часах кÿршĕсемпе хутшăнма тивет. Анчах хальхи вăхăтра пускилсем те тĕрлĕрен пулаççĕ. А.П. Гайдарăн «Тимурпа унăн команди» произведенири сăнарсене аса илтереççĕ вĕсем. Ырă кăмăллă Тимур та, пурне те сăтăр тума хăтланакан Квакин та пур вĕсен йышĕнче. Çынсене тепле ырă тума хăтлансан та вĕсен кăмăлне тивĕçтерме йывăр.
Иртнĕ çулла пускил манăн пахчана ĕнине кĕртсе ярса йăрансене юрăхсăра кăларчĕ. Çакна пулах купăстасăр юлтăм. Сухан, помидор, кишĕр, çырла йăранĕсене те самай сăтăр турĕ. Хăйне ырă тунине хаклама пĕлменни тĕлĕнтерет. Кăçал мĕн амакĕ кăтартĕ-ши ку кÿршĕ? Ватă çынран мăшкăлланиех мар-им çакă? Манăн вара никампа та хирĕçес килмест, пĕр-пĕринпе килĕштерсех пурăнасчĕ.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.