Комментари хушас

17 Çу, 2018

Тухьяпа — «Будильникра»

Хĕрлĕ Чутайри ача-пăча пултарулăхĕн çуртне çÿрекен Юлиана Никифорова /ертÿçи — хушма пĕлÿ паракан педагог Татьяна Горбунова/ ача-пăча пултарулăх ĕçĕсен «Золотые кружева России» ăмăртăвне хутшăннă. Ку телекурав конкурсĕ кăçалхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен пĕрремĕш хут иртнĕ. Ăна «Медиа покорение» продюсер центрĕ «Будильник» ача-пăча интернет телеканалĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Юлиана конкурсра 1-мĕш степеньлĕ «кĕмĕл» лауреат пулса тăнă. Жюри вăл хатĕрленĕ тухьяна хакланă, ăсталăхĕнчен тĕлĕннĕ.
Чи кăсăклă ĕçсене «Будильник» ача-пăча интернет телеканалĕпе кăтартаççĕ, вĕсене «Контактра» соцсетьри ушкăнра та курма пулать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.