Комментари хушас

29 Çу, 2018

Хăçан йĕрке пулĕ?

Шупашкарти çĕнĕ автовокзалпа чукун çул урлă иртме çĕр айĕнчен хывнă каçă хушшинчи территорие хăçан йĕркене кĕртĕç-ши? Кунта малтан киосксем ĕçлетчĕç, пĕчĕк пасар та пурччĕ. Вĕсене пăсрĕç. Анчах тавралăха тирпей-илем кĕртесси пирки манчĕç пулас. Ку вырăнта халăх йышлă çÿрет. Тротуарсем арканнă. Йĕпе-сапа çанталăкра шыв кÿлленсе тăрать, çавна май кунти çулсемпе утма питĕ кансĕр…

И.ВАСИЛЬЕВА, Шупашкар хули.

Оксана ЕФРЕМОВА, Шупашкар хула администрацийĕн Информаци, общество çыхăнăвĕсен тата çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ:

— Ыйтăва тĕп хулан Ленин районĕн администрацине ярса патăмăр. Унтан пĕлтернĕ тăрăх — иртнĕ эрнере юнкун Суту-илÿ-Пешеход урамĕнче экологи субботникĕ ирттернĕ. Территорие тасатма суд общество ĕçĕсене пурнăçлама приговор çирĕплетнĕ çынсем хутшăннă.
Сăмах май, Шупашкар хулинче «Хулан хăтлă уçлăхне йĕркелесси» муниципалитет программи ĕçлет. Унта палăртнă ĕç-хĕле пурнăçа кĕртме федераци, республика тата хула бюджечĕсенчен укçа уйăраççĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн общество территорийĕсене комплекслă хăтлăлатма палăртнă. Программа проектне халăхпа сÿтсе явнă чухне килнĕ сĕнÿсене тĕпе хурса хăтлăлатма йышăннă объектсемпе Шупашкар хулин официаллă сайтĕнчи «Хулан хăтлă уçлăхне йĕркелесси» баннерта паллашма пулать.
«Хыпар» хаçата И.Васильевăран килнĕ ыйту-сĕнĕве Ленин районĕнче çитес çулсенче хăтлăлатмалли территорисене палăртнă чухне шута илĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.