Комментари хушас

13 Jun, 2018 | Сывлăх | ларусем

Министрсен Кабинечĕн паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сывлăх теми тĕп вырăнта пулчĕ. Правительство членĕсем патшалăхăн республикăра пурăнакансен сывлăхĕ çинчен калакан докладне тишкерсе ырларĕç.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулччен пурнăçлама палăртнă тĕллеве аса илтерчĕ: çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 78 çула çитермелле. 2030 çул тĕлне вара Раççей çак кăтарту «80 плюспа» танлашкан çĕршывсен ретне тăма тивĕç.
Чăваш Енре асăннă кăтарту пĕлтĕр 72,73 çулпа танлашнă. Вăл пысăкланни çынсем вилессине самаях чакарма пултарнипе никĕсленнĕ. 
Михаил Игнатьев ĕçри çитменлĕхсем пирки ыйтнине хуравланă май министр çын хăйĕн сывлăхĕшĕн яваплăха туяссине çирĕплетес енĕпе çине тăмаллине палăртрĕ. Çавна май республика шайĕнче пурнăçлакан «Шкул медицини» проект пĕлтерĕшлĕ. Халăха спортпа туслаштарас енĕпе ĕçлемелле, сывă апатлану енĕпе пурнăçламалли ĕç çинчен те манма юрамасть. Михаил Игнатьев вара медиксен яваплăхĕ пирки аса илтерчĕ: шурă халатлисем пациентсемпе кăнттам пулнипе çырлахма юрамасть.
 

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: