Комментари хушас

14 Çĕртме, 2018

Йогсене фестивале йыхравлаççĕ

Çулленех çĕртмен 16-мĕшĕнче Раççейре йога кунне паллă тăваççĕ. Чăваш Ен те айккинче юлмасть: тĕп хулари А.Г. Николаев паркĕнче тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пĕлтерет.

Кăçалхипе 4-мĕш хут йĕркеленекен уяв 16 сехет те 30 минутра пуçланать. Шупашкарти чи лайăх инструкторсем фестивале килекенсене йогăн тĕрлĕ енĕпе паллаштарĕç, тÿлевсĕрех урок ирттерĕç. Чи пĕчĕккисем валли те ача-пăча лапамĕ йĕркелĕç. Унсăр пуçне çав кун ÿте хнапа илемлетĕç, "Веган" кафе ĕçлĕ. Музыкăна юратакансен — артистсен пултарулăхĕпе паллашма, ташлама кăмăллакансен тĕрлĕ ăсталăх класне хутшăнма май пур.

Фестивальте йогăпа интересленекенсем валли ятарлă ярмăрккă ĕçлĕ. Унта апат-çимĕçрен пуçласа косметика таранах туянма пулĕ. Палăртмалла: пĕлтĕрхи фестивале тĕп хулара пурăнакан 250 çын хутшăннă.
 

Рубрика: