Комментари хушас

15 Çĕртме, 2018

Йĕпреç çийĕн самолетсем вĕçĕç

Йĕпреç районĕнчи "Красный партизан" аэродромра авиамодельсен "ЧуМаТары" фестивалĕ иртет.

Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи авиамодель спортне кăмăллакансем кăçалхипе 9-мĕш хут пуçтарăнаççĕ. Хальлĕхе Дзержинск, Зеленодольск, Йошкар-Ола, Хусан, Чул хула, Етĕрнепе Шупашкар пилочĕсем килме кăмăл тăвасса пĕлтернĕ.

Вĕçекен тĕрлĕ аппарат илсе килĕç: пĕчĕк тата пысăк самолетсем, квадрокоптерсем, электричествăпа тата топливăпа ĕçлекеннисем…

Палăртмалла: фестиваль ячĕ вырăсла аббревиатурăран пулнă: чăвашсем, çармăссем, тутарсем.

 

Рубрика: