Комментари хушас

15 Çĕртме, 2018

Чурачăксен уявĕ шавлă иртрĕ

Çĕрпÿ районĕнчи «Воддорстрой» коллективĕ производствăра çеç мар, общество пурнăçĕнче те хастарлăхĕпе палăрса тăрать.
Çак предприятире культурăпа спорт мероприятийĕсем час-часах ирттереççĕ. Çĕнĕ çула кĕтсе илсенех Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк ялĕн культура çуртĕнче Чăваш Енри спорт ветеранĕсем çуллен волейболла выляççĕ. Кăçал вĕсем çиччĕмĕш хут ăмăртрĕç.
«Воддорстрой» ĕçченĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа йĕркелекен спартакиадăра та хастар. Унта хутшăннисем кăçал спортăн 11 тĕсĕнче вăй виçрĕç. Командăсен хушшинче Елчĕк районĕнчи механизациленĕ колонна команди çĕнтерчĕ.
Анатолий Федоров 2016 çулта республикăри Чурачăк ялĕсен тĕлпулăвĕсене йĕркелеме пуçару турĕ. Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ял тăрăхĕнчи Аслă Чурачăкра пурăнакансем хăйсен çĕрĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăксене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, ял-йышшăн тăвакан ĕçсемпе, пултаруллă çынсемпе паллаштарнă. Кĕтне юхан шывĕ çумĕнчи Чурачăксем çулталăкран Çавал енчи Чурачăксем патне кайса курнă.
Иртнĕ эрнере вĕсем Шупашкар районĕнчи Ишлей ял тăрăхĕнчи Курак Чурачăк, Виçпÿрт Чурачăк, Çĕньял Чурачăк, Кивьял Чурачăк, Матикасси /вăл та Чурачăксемпе тăванлă/ ялĕсен çыннисемпе тĕл пулчĕç. Малтан хăнасене Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура завочĕн, «Чурачăк» общество, Чурачăкăн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Виçĕ ен пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме, культурăпа спорт мероприятийĕсем ирттерме калаçса татăлчĕç, Чурачăксем пĕр несĕлтен йăх тăснине палăртрĕç, хисеплесе пĕр-пĕрне парнесем пачĕç. Ачасем уява пухăннисене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Чурачăксен тăванла тĕлпулăвĕсене ирттерме Чурачăк /Çĕрпÿ/, Чĕчкен /Комсомольски/, Ишлей /Шупашкар/ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Александр Петров, Юрий Лукиянов, Евгений Субботин, культура ĕçченĕсем, учительсем пулăшаççĕ.

Николай ПОРФИРЬЕВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.