Комментари хушас

18 Çĕртме, 2018

Республика уява хатĕрленет

«Праçник — влаçшăн мар, халăх валли», — Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене йĕркеленĕ май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтан çак принципа тĕпе хума ыйтрĕ. Вăл ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен планеркăра çывхаракан уяв программине тишкерчĕç.

Тĕрĕссипе, Республика кунĕпе çыхăнтарнă мероприятисем пуçланнă та ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере Чăваш Енре «Росатом» патшалăх корпорацийĕн представителĕсем пулнă. Ятарласа йĕркеленĕ конференцие Чăваш Енри чылай предприяти ертÿçисем хутшăннă, корпораципе çыхăну тытса ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин уяв тĕлне çĕнĕ производствăсем уçасси пирки хыпарларĕ: Чапаев ячĕллĕ завод çĕнĕ йышши мечĕксем кăларма пуçлать, «Сеспель» предприяти çĕнĕ йышши танк-контейнерсен производствине хута ярать.

Шăматкун Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав уçăлать. Культура программи те анлă. Культура министрĕ Константин Яковлев пултарулăх ушкăнĕсем 33 регионтан килесси пирки пĕлтерчĕ. Болгарирен те хăнасене кĕтетпĕр. Ачасен пĕрлештернĕ хорĕ те пулать — пин сасса пĕрлештерекенскере пĕлтĕр те Шупашкарсем тарават йышăннăччĕ. Çĕнĕлĕх — арçынсен хорĕ. Министр палăртнă тăрăх, хамăр артистсенчен Турецкий хорĕ пек йĕркеленĕскер йышĕнче теçетке çурă юрăç пулать, ăна Морис Яклашкин ертсе пырать.

Пултарулăх ушкăнĕсене Шупашкарти тĕрлĕ лапамра кăна мар, ытти районпа хулара та курса савăнма пултарăпăр. Çав шутра, паллах, Красноармейскинчи акатуйра — Республика кунне кăçал çак район йышăнать вĕт. Йăлана кĕнĕ мероприятисем кăçал та пулаççĕ: «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль, ыттисем… Тата, паллах, фейерверксен фестивалĕ. Хальхинче унта пилĕк предприяти тупăшĕ. Хамăр çĕршыврисем кăна мар — Казахстанран та килеççĕ. Пĕр самант: уява салючĕ иртнĕ çулсенчи пек каçхине 23 сехетре мар, кăшт иртерех, 22 сехетре, пуçланать — кая ан юлăр.

Рубрика: