Комментари хушас

19 Çĕртме, 2018

Чыславпа пултарулăх уявĕ

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн культура керменĕнче Медицина ĕçченĕн кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, хăйсен кун-çулне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнă хастарсене професси уявĕпе саламларĕ.
Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, Медицина ĕçченĕн кунне Чăваш хутлăхĕнче юлашки çулсенче анлăн палăртни шурă халатлă çăлавçăсене халăх пысăка хурса хакланине çирĕплетет: ăна коллективсенче медиксем кăна мар, пациентсем те çемьере уявлаççĕ.
Михаил Игнатьев шухăшĕпе, професси кунĕ çитĕнÿсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех асăннă тытăма малалла аталантармалли хăватсемпе резервсене тивĕçлипе хаклама май парать. Раççей регионĕсен хушшинче Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕ кăтартуллисенчен пĕри шутланать: этем кун-çулĕ вăрăмланса, вилĕм çави айне лекекен чакса пыни, медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвĕпе ăнăçлă усă курма тытăннипе шанăçсăр шутланнă пациентсене пурнăç парнелени мăнаçланмалăх сăлтав мар-и…
«Хальхи вăхăтра Раççей медицини чăннипех хăватлă. Унăн чи ăнăçуллă мелĕсемпе республикăра усă курма тытăннине палăртмашкăн уйрăмах кăмăллă. Федерацин пирĕн хутлăхри центрĕсем тĕнче шайĕнчи сиплевпе тивĕçтереççĕ», — терĕ вăл.
Республика ертÿлĕхĕ сывлăх сыхлавĕн никĕсне тĕреклетессине тивĕçлипе хаклать, ăна сиплевпе диагностикăн хальхи йышши çĕнĕ оборудованийĕпе пуянлатмашкăн сумлă тÿпе хывать. Кăçал кăна çак тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн 18 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртнă. Ку нухрата пациентсене сиплеме кирлĕ хăтлă та пурте усă курма пултаракан условисемпе тивĕçтермешкĕн тăкаклаççĕ.
Çапах чи хăватлă техника хăй тĕллĕн нимех те тăваймĕ, ăна парăнтаракансем — ăста та пултаруллă, пысăк шайлă профессионалсем. Михаил Игнатьев шухăшĕпе, медицинăн ылтăн фончĕ — уява пухăннă ĕçчен те пултаруллă сиплевçĕсем. Пациентсем вĕсен сиплевĕн пахалăхне пысăка хурса хаклаççĕ.
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне çĕршыври халăхăн ĕмĕрне 80 çула çитермелле. Михаил Игнатьев çирĕплетнĕ тăрăх, асăннă тĕллеве çĕнсе илмешкĕн майсем çителĕклĕ, çынсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнтарма тата хăйсен сывлăхĕшĕн яваплăрах пулмашкăн хăнăхтармалла кăна.
«Пациент хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшсан чылай чир-чĕре парăнтарма пултармалла, апла тăк, çынсен хушшинче ăнлантару тата профилактика ĕçне пуçаруллă туса пымалла», — терĕ вăл.
Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕнчи паянхи çитĕнÿсем хисеплĕ ветерансемпе тÿрремĕнех çыхăннине палăртса вĕсене хăйсен ăсталăхне çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварнăшăн, пултаруллă кадрсем хатĕрлемешкĕн хутшăннăшăн тав турĕ тата медицинăра тÿрĕ кăмăлпа чылай çул тăрăшакан хастарсене хисеплĕ ятсемпе тата Тавпа чысларĕ.
Уява пухăннă ĕçтешĕсене ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов саламларĕ. «Медицинăра кашни специалистăн тÿпи сумлă. Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне упрамашкăн пуçаруллă хутшăннăшăн сире пурне те тав тăватăп. Раççей Президенчĕ хăйĕн çу уйăхĕнчи указĕсенче пирĕн ума лартнă тĕллевсем чăннипех пысăк та яваплă. Вĕсене пурнăçламашкăн эпир пултармаллах: малашлăха курса аталанатпăр тата тивĕçлĕ ăру çитĕнтеретпĕр», — терĕ вăл.
Сывлăх сыхлавĕн хастарĕсене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, официаллă ытти çын саламларĕ.
Савăнăçлă уявра «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн лидерĕсем» конкурсра мала тухнă Республикăри онкологин клиника диспансерĕн хирурги уйрăмĕн заведующине Сергей Агафонкин врач-онколога сумларĕç. «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн 2018 çулхи чи лайăх учрежденийĕ» ăмăртура çĕнтернисем чыслав кубокĕсене тивĕçрĕç.
Уявăн концерт программи чăннипех пуян пулчĕ: пултаруллă çын пур енĕпе те ăнăçтарать тесе ахальтен каламаннине медицина ĕçченĕсем хăйсем çирĕплетрĕç. Пухăннисене ташă-çемĕпе, юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Вĕсен ăсталăхне куракансем тăвăллăн алă çупса хакларĕç. «Артистсенчен нимпе те кая мар, хăш-пĕр енĕпе ирттереççĕ-и тен…» — текен те сахал мар пулчĕ.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.