Комментари хушас

22 Çĕртме, 2018

Усламçăсем пулăшусăр аталанаймĕç

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынипе "Ял хуçалăх кооперацине аталантарасси" темăпа "çавра сĕтел" иртрĕ.

Мероприятие "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе ĕçлекен корпораци" АО представителĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсем, ял хуçалăх кооперацине вăй илме пулăшакан инфратытăмăн организацийĕсем, ял хуçалăх кооперативĕсен общество пĕрлешĕвĕсем, банксем хутшăнчĕç.

Сергей Артамонов Раççей Президенчĕ кăçал пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Краснодарта ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен Пĕтĕм Раççейри форумра ял хуçалăх кооперацине аталантарма лартнă тĕллевсене тата çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 2024 çулчченхи тапхăрччен çĕршыва аталантарма палăртнă Указне аса илтерчĕ. Чăвашстат кăтартăвĕпе паллаштарчĕ. Республикăра 2018 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 105 ял хуçалăх потребкооперативĕ, анчах 52-шĕ çеç /49,52%/ кал-кал ĕçлет.

Мĕн тумалла-ха кооперативсем ытларах йĕркеленччĕр тата тулли хăватпа ĕçлеччĕр тесен? "Çавра сĕтелре" çак тата ытти ыйтусен хуравне пухăннисем пĕрле уçăмлатрĕç. Ялти усламçăсене патшалăхăн малашне те витĕмлĕ пулăшмаллине палăртрĕç. 2016-2018 çулсенче 7 ял хуçалăх потребкооперативĕ 154,37 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Вăл малашне те пулĕ. Предпринимательсен çаврăнăçуллăрах пулмалла, проектсемпе отчетсене вăхăтра тăратмалла çеç.

 

Рубрика: