Комментари хушас

23 Çĕртме, 2018

Ал ăстисен конкурсĕ

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче ал ĕç ăстисен конкурсĕ уçăлчĕ. Чăваш Ене çĕршывăмăр 18 регионĕнчен 81 маçтăр килсе çитрĕ. Республика чысне 13 ăста хÿтĕлет.

Вĕсен пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Пĕрисем тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, теприсем йывăçран касса илемлĕ кÿлепесем хатĕрлеççĕ, виççĕмĕшĕсем пир тĕртеççĕ, пуканесем ăсталаççĕ… Паян ăсталăх класĕсем иртеççĕ, жюри валли уйрăм ĕçсем хатĕрлеççĕ.

Кăçал çутта кăларуçă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ ĕçсене те тăратнă. Ăстасен пултарулăхĕпе ыран Шупашкарта паллашма пулать. Ыранах уяв концерчĕ вăхăтĕнче çĕнтерÿçĕсен ячĕсене пĕлтерĕç.
 

Рубрика: