Комментари хушас

23 Çĕртме, 2018

Тÿпе пин-пин тĕспе ялкăшрĕ

Шупашкарта фейерверксен пĕтĕм тĕнчери XI фестивалĕ уçăлчĕ.
Кăçал унта Шупашкар, Мускав, Санкт-Петербург, Симферополь тата Казахстан Республикин командисем тупăшаççĕ. 150 мм калибрлă хатĕрсене 150 метр çÿллĕшнех вĕçтерчĕç.

Жюри пайташĕ 4 номинаци палăртĕ: «Чи лайăх кĕвĕлĕхпе илемлĕхшĕн», «Чи илĕртÿллĕ сăнаршăн», «Çулăмăн чи лайăх фантазийĕ», «Шоун чи ăнăçлă постановки». Тĕп парне — фестивалĕн Гран-прийĕ.
Çĕнтерÿçĕ командăна ыран пĕлĕпĕр. Фестиваль ытарайми фейерверкпа вĕçленĕ. Хатĕрсем 350 метр çÿллĕшне вĕçсе хăпарĕç.
 

Рубрика: 
Теги: