Комментари хушас

24 Çĕртме, 2018

Çĕнтерÿçe республикăра пурăнакансем суйларĕç

Шупашкарта фейерверксен пĕтĕм тĕнчери ХI фестивале кăçaл Шупашкар, Мускав, Санкт-Петербург, Симферополь тата Казахстан Республикин командисем хутшaнчĕç.

Ахаль фейерверк çеç мар, кашни команда хăйĕн валли ятарлă тема суйланă. Тÿпере пин-пин тĕcпе ялкăшнă май вĕceне "вулама" та май килчĕ: туслăxпа тăванлăx, килĕшÿпе çyраçy, юрату. Çakceм çинче тытăнса тăрать те çyт тĕнче. 

Фестиваль çĕнтерÿçине республикăра пурăнакансем суйларĕç. Тĕп парнене - фестивалĕн Гран-прине чи лайăx команда тивĕçрĕ. Çĕнтерÿçе, Мускав командине, Хeрлĕ тÿремре, "Мăнаçлан, Чăваш Ен!" гала-концерт вăxăтĕнче чысларĕç.

Игорьпе Ольга ИВАНОВСЕМ, Пушкăртстан, Ĕпхÿ xyли:
- Сочие канма каяс вырăнне эпир Шупашкара килетпĕр. Абхазие чĕннĕччĕ, чун туртмарĕ, тaван халăxпа пĕрле Республика кунĕнче савăнас килчĕ. Фейерверк курман мар, анчах та ку фестиваль хăйне евĕр, пин-пин çyтă вылявĕ илĕртÿллĕн чÿxeнчĕ тÿпере. Калама çyк хитре!
Михаил КАРПОВ, Чĕмпĕр чăвашĕ:
- Фейерверксен фестивальне нихăш çyл та курмасăр кайман. Кунĕпе сар хĕвел ăшшинче çÿресе самаях ывăннăччĕ, асамлă пиротехника шоу кaллех урама тухма хистерĕ. Мана пур команда та килĕшрĕ, yйрăммăн палăртаймастăп. Чун савăнать çaк Шупашкара килсен. Кашнинчех хавхаланса, хăпартланса
таврăнатпăр.

Надежда МОИСЕЕВА, Шупашкар хули:
- Аякран килнĕ xăнасен умĕнче намăc мар. Кашни утăмра чăвашлăx тапса тăрать. Хушпа-тухья чăнкăртатăвĕ, тĕрĕллĕ капăр тум кăмăла çĕклет. Пирĕн халăx xăна кĕтсе илме, ăcaтса яма пĕлет. Фейерверксен фестивалĕ пирки уйрăммăн калас килет, вăл кăçaл тата та çyтăрахчĕ, тата та илемлĕрехчĕ. Кашни команда хăйне евĕр хатĕрленнĕ. Пирĕн уява тата та пуянлатрĕ фестиваль.
 

Рубрика: