Комментари хушас

26 Çĕртме, 2018

Пушкăрт чăвашĕсем Мраньккана хисеплеççĕ

"Ĕмĕр сакки сарлака" роман авторĕ Никифор Мранькка çуралнăранпа çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче 117 çул çитрĕ. Çак пулăма халалласа паян çыравçăн Куславкка хулинчи вил тăприйĕ çине лартнă çĕнĕ палăка уçрĕç.

Ку ĕç Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсем тăрăшнипе пурнăçланнă. "Шуратăл" литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Ишимпай, Вячеслав Ярухин инженер, Пушкăртстан халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ Иван Ефимов, Пушкăрт çĕрĕсем çинче чăваш концерчĕсем йĕркелекен Михаил Васильев тата ыттисем пуçарулăх кăтартнă. "Никифор Мранькка пысăк хисепе тивĕç. Унăн темиçе томлă романĕ кашни килте пур. Эпир унăн хайлавне вуласа ÿснĕ. Хайлав чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркине туллин сăнлать", — пĕлтерчĕç вĕсем.

Иртнĕ çул Чăваш Ене хăнана килсен Пушкăртстанри чăвашсем Куславкка масарĕнче çыравçăн палăкне шыраса тупнă, анчах унти лару-тăру вĕсене савăнтарман. Тăван тăрăха таврăнсан вĕсем пĕрле канашланă хыççăн Мранькка валли палăк тума шут тытнă. Пушкăртри хастар та маттур çынсем çак тĕллевпе укçа пухнă.

Анатолий КИПЕЧ, Чăваш халăх çыравçи:

— Пушкăрт чăвашĕсем анлă чун-чĕреллĕ çынсем. Вĕсем халăх йăли-йĕркине, культурине упрассишĕн чылай ĕç тăваççĕ. Мраньккана хисеплесе палăк лартни — вĕсен тепĕр пархатарлă ĕçĕ. Вăл чăваш халăхĕн историне кĕрсе юлчĕ.

Порфирий АФАНАСЬЕВ, Чăваш халăх поэчĕ:

— Никифор Мраньккана пĕрре мар курнă. Писательсен союзĕн çуртне кĕрсех çÿреттĕм. Унта литература кружокĕсем ĕçлетчĕç, паллă çыравçăсем Мранькка, Алка, Хусанкай, Ваçанкка пире çырма вĕрентетчĕç. Пирĕн ĕçсене хак паратчĕç. Вĕсем пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăнă.

Рубрика: 
Теги: