Комментари хушас

27 Çĕртме, 2018

Сабантуй — Шупашкарта

2017 çулта федераци Сабантуйĕ Астрахань хулинче иртнĕччĕ. Кăçал хăнасене Чăваш Ен йышăнать. Уяв Шупашкарта утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче иртĕ.

Палăртнă тăрăх, мероприяти Хĕрлĕ тÿремре иртĕ. Унта 40 регионти тутарсен наци культура пĕрлешĕвĕсем килессе кĕтеççĕ. Уява Чăваш, Тутар Республикисенчи пултарулăх коллективĕсем илем кÿрĕç. Яланхиллех спорт ăмăртăвĕсем иртĕç. Чак-чак тутанса пăхас текенсем валли ятарлă лапам ĕçлĕ.

Рубрика: 
Теги: