Комментари хушас

3 Утă, 2018

Элĕк тăрăхĕнчи несĕлсен кăсăклă çулĕ

Элĕк район сайчĕ Ехремкасси ял библиотеки «Несĕлсен çулĕпе» велочупу йĕркелени çинчен пĕлтерет. Вăл «Юрататăп сана, Чăваш Енĕм: Элĕк районĕ» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Çул çÿрев Ехремкассинчи тăшмана çĕнтернисен ячĕпе çĕкленĕ палăк, Упа çырми хĕрринчи Улăп тăпри, Качалаври стела, Юманлăхри часавай, 7 çăл куç, паллă çынсем çуралнă тата пурăннă вырăн патĕнчен иртнĕ.

А.Андреева тĕп библиотекарь велочупăва хутшăннисене вăрçă тата ĕç ветеранĕсем çинчен каласа кăтартнă. А.Орлов, тĕслĕхрен, 1945 çулхи Мускаври Çĕнтерÿ парадне хутшăннă. Чăваш чĕлхине тĕпченĕ Наум Урхи пурăннă çурт патĕнче те чарăннă çак ушкăн. Унăн кун-çулĕпе ĕçĕсене аса илнĕ.

Велочупу истори тата культура вырăнĕсене хаклама хăнăхтарĕ, сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшĕ.

 

Рубрика: 
Теги: