Комментари хушас

4 Утă, 2018

"Уйрăлусăр кун" акци иртĕ

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ çывхарнă май утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Шупашкарти Мускав районĕнчи ЗАГСра «Уйрăлусăр кун» ирттерме палăртаççĕ.

Кунашкал акцин тĕп тĕллевĕ, паллах, çемье хаклăхне палăртасси, ырă хутшăнура пурăнни темрен паха иккенне аса илтересси. Çакна тĕпе хурсах çак кун уйрăлас шухăшпа пыракансенчен ыйтусем йышăнмĕç. Тепĕр хутчен тĕплĕ шухăшласа пăхма, мăшăрсене пĕр чĕлхе тупса шухăшне улăштарма сĕнĕç.

Çак кунах ЗАГСăн районти уйрăмĕнче 5 мăшăр çырăнма палăртнă. Сайкинсемпе Степановсем вара ылтăн туй паллă тăвĕç.

 

Теги: