Комментари хушас

6 Утă, 2018

Пленэр ĕçлет

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр уçăлнă.

Тĕнчипе паллă художникăн Алексей Кокелĕн тăван ялĕнче 12 çул каялла ирттерме пуçланă мероприяти çулсерен вун-вун художника, ÿнер ĕçченĕсене пухать. Кăçал та унта тĕрлĕ регионтан килсе çитнĕ.

Пленэр утă уйăхĕн 18-мĕшĕчченех пырĕ, унăн программи чухăн мар. Художниксен тупăшăвĕсĕр пуçне Патăрьел тăрăхĕнче чăваш, тутар, мордва культурисен кунĕсем, ăсталăх сехечĕсем, тĕрлĕ тĕлупулсем, экскурсисем иртĕç. Ÿнерçĕсен ĕçĕсемпе яланхи пекех куравра паллашма май пулĕ. Пленэр «Туслăх кĕперĕ» литературăпа музыка каçĕпе вĕçленĕ.

Рубрика: