Комментари хушас

6 Утă, 2018

Несĕлсен пуянлăхне манас марччĕ

Ярмăрккăна ĕлĕкрен çулталăкра пĕрре, яланах пĕр вăхăтра ирттернĕ. Унта хулапа çывăхри ялсенчи суту-илÿçĕсем кăна мар, ют тăрăхри купсасем те хутшăннă. Вĕсене пурне те тенĕ пек тĕнпе çыхăннă пèр-пèр уявра йĕркеленĕ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх вăл кăçал та ытти çулти пекех утă yйăхĕн 6-мĕшĕнче уçăлчĕ. Халăха тĕрлĕ çĕртен пуçтарчĕ Çĕрпÿри Тихвин ярмăркки. Ал ăстисен куравĕсем, суту-илÿ речĕсем, пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташши хăйсем патне туртаççĕ. Ярмăрккă лапамĕнче тимĕрçĕсен регионсен хушшинчи конкурс фестивалĕ уçăлчĕ. Унтан "Наци культурисен тăкăрлăкĕнче" уçă фестиваль ĕçлеме пуçларĕ.

Районти ĕçпе юрă, cпорт уявĕ халăха хăй патне пуçтарчĕ. Ака ĕçĕсем хыçа юлнă, çĕр вăй илсе çĕнĕ туxăç пама хатĕрленeт. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ район çыннисене çурхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа саламларĕ, тулăх тырă-пулă туса илме сунчĕ. Ĕçре палăрнисене наградăсем пачĕ. Вырăнти Тав çырăвĕсене тивĕçекенсем те пулчĕç.

Михаил Васильевич пĕр-пĕринпе нумай çул килĕштерсе пурăнакансене Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламларĕ, Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ун хыççăн юрă-кĕвĕ хуçаланма пуçларĕ. Спорт лапамĕсенче ял пăхаттирĕсем вăй виçрĕç, Акатуй парнине тивĕçме тăрăшрĕç.

Андрей СОЛОВЬЕВ, Çĕрпÿ районĕн Тавăшкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Çак Тихвин ярмăрккине ача чухне питĕ кĕтеттĕмĕр. Пирĕншĕн, вĕт-шакăршăн, калама çук пысăк уяв пулнă вăл. Ĕмĕртен çак вырăнта, мăнастир çумĕнче, иртнĕ. Атте-анне пире ярмăрккăра шкула кайма хут-кăранташ, кĕнекесем, тумтир илсе паратчĕ. Паллах, уявран пĕр ача та шăхличсĕр таврăнман, унсăр пуçне пылак шывпа, мороженăйпа хăналаннă. Аякри-аякри ялсенчен çуран та, лашапа та килетчĕç ярмăрккăна. Ал ăстисен куравĕ ĕмĕрех пуян пулнă.

Игорьпе Роксана ШАШКОВСЕМ, Етĕрне районĕнчи Юманлăх ялĕнче пурăнакансем:

— Тихвин ярмăрккинче эпир пĕрремĕш хут. Мĕн тери хитре уяв! Сунтал сасси ир-ирех янăрани кăмăла çĕклерĕ. Тимĕрçĕсен фестивалĕ хăйне евĕр. Ал ăстисем таçтан та килсе çитнĕ, вĕсен вăрттăнлăхĕпе паллашрăмăр. Авалхи йăла-йĕркене асран кăлармаççĕ Çĕрпÿсем: авăн çапрĕç, тырă авăртрĕç, пир тĕртрĕç. Эпир пиччĕшĕпе йăмăкĕ, кунта паян ятарласа кăçатă сутма килтĕмĕр, Акатуйра та савăнма ĕлкĕртĕмĕр.

 

Рубрика: 
Теги: