Комментари хушас

7 Утă, 2018

Тутарстан Президенчĕ ЭКРА ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ

Паян Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов Чăваш Ене ĕçлĕ визитпа килчĕ.

Хăна ”ЭКРА” НПП ООО ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Предприятире Тутарстан ертÿçине тата Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, ”ЭКРА” компанисен ушкăнĕн директорĕсен канашĕн председателĕ Андрей Фурашов, предприятин генеральнăй директорĕ Константин Дони кĕтсе илчĕç.

Ĕçлĕ çул çÿревĕн пĕрремĕш пункчĕ реле хÿтĕлевĕн тата автоматика шкафĕсене пухакан цех пулчĕ. Унтан хăнана терминалсене пухакан тата вĕсен ĕçне сăнаса пăхакан участок ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Чăваш тата Тутар республикисен хушшинче экономикăн тĕрлĕ сферинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленнĕ. Малашне кÿршĕ регионсем электротехника кластерĕнче тата та тухăçлăрах ĕçлеме пуçлассине шанма пулать. Çак шухăша республикăсен ертÿçисем малашлăхра пĕрле ĕçлемелли çул-йĕр, тĕллевсем пирки калаçнă май палăртрĕç. Çавăн пекех ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă презентаци Чăваш Енри предприяти Тутарстанăн энергетика компексĕнче кирлĕ продукци сахал мар туса кăларнине çирĕплетрĕ.

Рустам МИННИХАНОВ, Тутар Республикин Президенчĕ:
— Пирĕн тавар çаврăнăшĕ 9 миллиард тенкĕне яхăн. Эпир машиностроени, нефтехими продукцийĕпе тивĕçтеретпĕр. Чăваш Енрен 2 миллиард тенкĕне яхăн тĕрлĕ продукци илсе тăратпăр. Паян эпир хальхи йышши, самана ыйтнине тивĕçтерекен предприятисенчен пĕрне килсе куртăмăр. Кунта конкуренцие кĕме пултаракан продукци туса кăлараççĕ. Пирĕн патра та вĕсемпе анлă усă кураççĕ. Предприятире ĕçлекенсем аван шалу илеççĕ, ĕç условийĕсем лайăх. Кунта тĕслĕх илмелли сахал мар.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: