Комментари хушас

16 Утă, 2018

Шупашкар та хăнасене йышăннă

Футбол енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ тапхăрта Шупашкара Колумбирен, Аргентинăран, Иранран, Польшăран, Китайран, Францирен тата ытти çĕршывран 570 турист хăналаннă.

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 7-мĕшĕччен Хĕрлĕ тÿремре пысăк экранпа кăтартнă матчсене 20 пине яхăн çын çитсе курнă.

Футболăн ют çĕршыври «чирлекенĕсене» хăна çурчĕсенче ĕçленкенсем те кăмăллă кĕтсе илме тăрăшнă, çавăнпах туристсем те кăмăллă юлнă. Вĕсем пурăнма ытларах «Ибис», «Республика», «Гарден спа-отель», «Чувашия», «Волга» хăна çурчĕсене суйланă.

Çанталăк лайăх тăни те хăнасен кăмăлне тивĕçтернĕ. Хула илемĕпе тасалăхĕ те тĕлĕнтернĕ вĕсене.