Комментари хушас

18 Утă, 2018

Çĕнĕ объект çĕкленет

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ объект тума пуçланă.

Культура центрĕ 1 гектар ытла лаптăк йышăнмалла. Тĕпре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк пулĕ. Кунтах — ача-пăча площадки, сцена, куракансем валли лармалли вырăнсем. Унсăр пуçне пĕчĕк çуртсем те пулĕç. Вĕсенче кăмака та купалĕç. Çамрăк мăшăрсем хуçалăха тытса пымалли йĕркесемпе паллаштарма пултараççĕ.

Проекта йĕркелекенĕ, пуçарса яраканĕ — Чăваш Ишекĕнче çуралса ÿснĕ Л. Кураков академик. Объекта район администрацийĕ, ял тăрăхĕ, Р. Санзяпов фермер, вырăнта пурăнакансем пулăшнипе волонтерсем тăваççĕ. Ырă ĕç ырăпа таврăнасси куç кĕретех.

 

Рубрика: