Комментари хушас

23 Утă, 2018

Асăрханăр: кăçал 5 ача шыва путса вилнĕ

ЧР граждан хÿтĕлевĕн ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи уйăхсенче 20 çын, çак шутра пилĕк ача, шывра путса вилнĕ.

«Шыва кĕмелли тапхăр пуçланиччен чылай малтан асăрханулăх пирки калаçма пуçланă. Патшалăх влаç органĕсен ертÿçисене, яваплă çынсене пухса ку ыйтупа канашлу та ирттернĕ, ытти мероприяти те йĕркеленĕ. Шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем хатĕрлемелли çинчен темиçе те асăрхаттарнă», — терĕ Вениамин Петров.

Шел те, чăнлăх пачах урăхла ÿкерчĕксем кăларса тăратать… Кăçал, сăмах май, республикăра 13 пляж уçăлнă, шыва кĕме ятарлă 49 вырăн хатĕрленĕ. Нумай çĕрте шыва кĕме юраманни çинчен асăрхаттаракан хăмасем те вырнаçтарман… Статистика кăтартнă тăрăх — ытларах чухне шăпах юраман вырăнта шыва кĕрекенсем инкеке лекеççĕ. Çавăн пекех ÿсĕрле шыва сикни, пулă тытнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни пăтăрмахлă вĕçленет.

Пĕчĕккисем вара ашшĕ-амăшĕн тимлĕхсĕр юлнă вăхăтра путаççĕ. Акă, Çĕрпÿ районĕнчи арçын ачан килĕнчи пахчарах пурнăçĕ татăлнă. Пахча çимĕç шăварма тесе чавтарнă пĕвере путса вилнĕ вăл. Çакнашкал тепĕр инкек Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи ялта та пулнă. Ашшĕ-амăшĕ мунча кĕнĕ вăхăтра икĕ ачи шыв хĕрне пынă. Ку тĕслĕхре те пилĕк çулти арçын ачана çăлса хăварайман.
 

Теги: