Комментари хушас

26 Утă, 2018

Килсĕррисемпе пĕр черетре - кредита пула çука юлнисем

Вĕсем патне шанчăка çухатнисем пулăшу шыраса çитеççĕ. «Çын хуйхине ăнланса йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕр шыратпăр», — тет Чăваш Енри «Ырăлăх тĕнчи» организаци ертÿçи Татьяна Бочкарева. 2014 çулта йĕркеленнĕ пĕрлешĕвĕн ĕçĕ курăмлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хастарсем çын пурнăçне çăлаççĕ, ачасене йывăр чирпе кĕрешме пулăшаççĕ, тÿрĕ çулран пăрăннисене ал параççĕ.

Урамра этем 3 çул пурăнаять

Нарăс уйăхĕнче пулнă ку. «Ырăлăх тĕнчи» организаци волонтерĕ Светлана ĕçрен киле васканă. Хĕрарăм лавкка хыçĕнче вырнаçнă çÿп-çап купи çывăхĕнче такам выртнине асăрханă. Килсĕр-çуртсăрскер тăрайман иккен. Икĕ эрне каялла шуса ÿксе урине хуçнăскере больницăна леçмен. Ăна пулăшас текенсем пулнă-ха, анчах васкавлă медицина пулăшăвĕ докуменчĕсене çухатнă хĕрарăм патне васкаман. Бомжсем пулăшнипе Светлана инкеке лекнĕскере çунашка çине вырттарнă та хăйĕн хваттерне çитернĕ. Коридортах хывăнтарнă та çăвăнтарнă. Çĕтĕлсе пĕтнĕ вараланчăк тумтирне кăларса ывăтса таса япаласем тăхăнтартнă. Ирхине Светлана васкавлă медицина пулăшăвне шăнкăравланă, бригада Иринăна больницăна леçме килĕшнĕ. Сыватмăшра ăна хирурги уйрăмне вырттарнă. Тухтăрсем хĕрарăм пурнăçĕпе кăсăкланнă. Ăçта пурăннине ыйтсан: «Вăрманта!» — тесе хуравланă Ирина. Шел те, сивĕ çанталăка пула хĕрарăм урисене шăнтнă, вĕсене татма тивнĕ. Сиплев тапхăрĕ вăраха тăсăлнă. Килсĕр-çуртсăрскер çĕртме уйăхĕнче çеç больницăран тухма пултарнă. Иринăн докуменчĕсене çĕнĕрен пухнă. Хĕрарăмăн упăшки те тупăннă. Вĕсем 5 çул пĕр-пĕринпе калаçмаççĕ иккен. Кил хуçи арăмĕ арçынна кÿреннĕрен килтен тухса кайнă иккен. «Шел те, кунашкал тĕслĕхсем сахал мар. Ытларах чухне пĕрне пĕри каçараймасăр тăванĕсемпе çыхăну татаççĕ. Урасăр тăрса юлнă Ирина пурнăç тĕллевне çухатрĕ. Халĕ вăл кÿмепе çÿрет, Лапсарти хосписра пурăнать. Светлана пулмасан Ирина урамрах шăнса вилетчĕ. Эпĕ сăнанă тăрăх шăпах çав кунран пуçласа шартлама сивĕсем пуçланчĕç», — терĕ пĕрлешÿ ертÿçи. Волонтерсем асăрханă тăрăх, урамра çын вăтамран та 3 çул пурăнать. Вĕсенчен ытларахăшĕ эрех-сăра ĕçет. Укçа çитсе пыманран килсĕр-çуртсăррисем чи йÿнĕ спирт шĕвекĕсене туянса ĕçеççĕ. Тăтăш шăнни, выçă пурăнни хăйĕннех тăвать — шалти органсен ĕçĕ пăсăлать.
«Ырăлăх тĕнчи» организаци волонтерĕсем килсĕр-çуртсăррисене пулăшма тăрăшаççĕ. «Эрнере икĕ кун, юнкунпа эрнекун, вĕри апатпа çитетпĕр. Юнкун хулан Çĕнĕ кăнтăр районĕнче, «Тройка» лавкка хыçĕнче, 17 сехетрен пуçласа вĕри апат валеçетпĕр. Эрнекун «Петровский» çăкăр пĕçерекен комбинат хыçĕнче 17 сехетрен пуçласа кĕтетпĕр. Яланхиллех хĕрĕх çынна яхăн пухăнать. Юлашки виçĕ çулта пире кĕтекенсен йышĕ ÿсрĕ. Бомжсемпе пĕр черетре пĕчĕк пенсипе аран-аран шайлаштарса пурăнакан кинемейсемпе мучисем, кредитсене вăхăтра тÿлесе татаймасăр çука тăрса юлнисем... Вĕсем вĕри яшкапа чейе, çăкăр татăкĕпе печение кĕтеççĕ. Апата хулари пĕр кафере саккас парса пĕçерттеретпĕр», — сăмаха малалла тăсрĕ Татьяна.

Пурне те пулăшма ĕлкĕреймеççĕ

«Ырăлăх тĕнчин» волонтерĕсем палламан çынна пулăшассишĕн хăйсен вăхăтне шеллемеççĕ. Çапкаланчăк пĕр-пĕр учреждение кĕрсе пулăшу ыйтаймасть. «Эпир никама кирлĕ мар», — теççĕ хăйсем пирки. Чылай çĕрте тума кура кĕтсе илеççĕ-çке. Çавăнпа час-часах документсем пухассипе ĕçлеме тивет», — терĕ Татьяна Бочкарева. Акă икĕ ачаллă çемьен кил хуçин онкологи чирĕ аталаннине пула Шупашкара куçса килме тивнĕ. Пĕрлешÿ вĕсене общежитире пÿлĕм тара тытма пулăшнă, апат-çимĕç панă. Арçыннăн пенсие тухма кирлĕ хутсене пуçтарма тивнĕ. Ачасене регистрацисĕр шкула йышăнман. Волонтерсем вĕренÿ учрежденийĕн директорĕ патне çыру янă, лару-тăрăва ăнланма ыйтнă. Çемье Шупашкарта тĕпленме пултарнă. Шел, кил хуçи чире çĕнеймен, çĕре кĕнĕ. Хĕрарăм халĕ пĕчченех икĕ ачана ура çине тăратать. «Шалти чикке пула вăхăтра пулăшу ыйтайманнисем те темĕн чухлех. Ырă тĕслĕхе те асăнам. Хĕрарăм темиçе çул ют дачăсенче пурăннă. Унăн еркĕнĕ пулнă, анчах таçта кайса çухалнă. Ывăлĕпе хĕрĕ те ÿснĕ. Анчах тăтăш ĕçсе ÿсĕрĕлекен хĕрарăма амăшĕн правинчен хăтарнă, ачисене интернат шкула леçнĕ. Наталия вĕсен шăпипе кăсăкланман. Темиçе çул пĕччен пурăннă хĕрарăм çитрĕ те пурнăçне улăштарас кăмăлне пĕлтерчĕ. Документсене пуçтармашкăн, ĕçе вырнаçмашкăн пĕр çулталăк кирлĕ пулчĕ. Халĕ вăл общежитире пÿлĕм тара тытать. Инвалидноçе пула пенсие тухнăскер ывăлĕ-хĕрĕпе пĕр чĕлхе тупма пултарчĕ. Асламăшĕ пулса тăнăскер мăнукĕсене пăхма пулăшать. Çакнашкал тĕслĕхсемпе хавхаланатпăр. Эппин, эпир ахальтен мар тăрăшатпăр. Шел те, пурне те пулăшма ĕлкĕрейместпĕр. Нумайăшĕ тĕрлĕ чире пула пурнăçран уйрăлчĕ. Вĕсене чун ăшшин чĕптĕмне парнелеме пултарнах тесе лăплантаратпăр пĕр-пĕрне», — терĕ Татьяна. Кашни хăйĕн ыйтăвĕпе çитет. Çемьери кăткăс лару-тăрăва уçăмлатма тивет. Сумлă çула çитнĕ ашшĕ-амăшне ывăлĕ-хĕрĕ кулянтарать. Темшĕн-çке çамрăксем ватăсем патне çитсе курма вăхăт тупаймаççĕ. Волонтерсем çамрăксемпе тĕл пулаççĕ, чунĕсене витереççĕ.

Курмăш пулаççĕ

Пĕрлешĕвĕн чи хастар волонтерĕсенчен пĕри — Руслан Сигов. 22-ри каччă юлташĕсем урлă «Ырăлăх тĕнчи» пирки пĕлнĕ. Интернетри маркетингпа аппаланаканскер пурнăçне ырă кăмăллăхпа çыхăнтарасшăн. «Эпĕ нуша тÿсекене пулăшма май пурришĕн савăнатăп. Сусăр ачасемпе тĕл пулнă саманта нихăçан манмăп. Кÿме çинчен хăй тĕллĕн тăрайманскерсем кашăк тытаймаççĕ. Пурнăç илемĕпе киленеймен суккăра мĕнле шеллемĕн? Волонтер ĕçне пуçăниччен сусăр ачасене асăрхамастăм. Халĕ вĕсен умĕнчен лăпкăн иртейместĕп. Чылайăшĕ амăшĕпе çеç кун кунлать. Ашшĕсем йывăрлăхран шикленсе тараççĕ, хĕрарăма чирлĕ ачапа пĕччен хăвараççĕ. ДЦПпа чирлĕ арçын ачапа туслашрăм. Эпир телефонпа калаçатпăр, сусăра хавхалантармалли сăмахсем тупатăп», — палăртрĕ Руслан. Ун шухăшĕпе, хевтесĕррине кашниех пулăшаять. Шел, хăшĕ-пĕри чунне хытарать, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине курмăш пулать. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.