Комментари хушас

27 Утă, 2018

Прокуратурăра кăтартусене пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Республикин прокуратурин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта 2018 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕл кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.

Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хутшăнчĕç. Ăна Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский ертсе пычĕ.

«Чăваш Республикин Прокуратури хăйĕн умне лартнă тĕллевсене яланах ăнăçлă пурнăçланă, малашне те çаплах пулĕ», — терĕ республика ертÿçи прокуратура ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламланă май. Çакна палăртмалла: Чăваш Республикин Прокуратури йĕркеленнĕренпе кăçал 96 çул çитрĕ. Михаил Игнатьев ĕç хастарĕсене Тав хучĕпе чыларĕ.

Василий Пословский прокурор кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ.