Комментари хушас

27 Утă, 2018

Чӑваш Ен хӑнасене чӑннипех тарават

Суту-илӳсĕр пурнӑҫ ҫук паян. Ҫакӑн пек палӑртрӗҫ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Суту-илӳ ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уявра. Пухӑннисене ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ.

Михаил Васильевич малтанах "Хӑнасене тарават Чӑваш Ен" куравпа паллашрӗ. Республика Пуҫлӑхӗ асӑннӑ сферӑра мӗнпурӗ 90 пин ытла ҫын вӑй хунине палӑртрӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ курав ҫав тери килӗшни ҫинчен пӗлтерчӗ. "Кондитерсем хӑйсен ӗҫне чунне, чӗрине хываҫҫӗ. Кондитерсене хатӗрлекен вӗрентекнсене, ӑстасене чӗререн тав тӑватӑп. Профессире чӑн-чӑн ӑстасем вӗсем, Раҫҫей, тӗнче шайне тухма тивӗҫ", - терӗ Михаил Васильевич.

Ĕҫре пуҫарулӑхпа ӑсталӑх кӑтартакансене, кулинарсемпе кондитерсен конкурсӗнче ҫӗнтернисене Хисеп хучӗсемпе, парнесемпе чысларӗҫ. Тӗплӗнрех - хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче.

Сăн ÿкерчĕкре - "Планета" кафери Ирина Щетинина кондитер ӗҫӗсем.

 

Рубрика: 
Теги: