Комментари хушас

1 Çурла, 2018

Хула кунĕнче — хĕрлĕ çÿçлисен фестивалĕ

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкар хулин кунне тата Мускав районĕ 45 çул тултарнине халалласа «Чи лайăх хула» лозунгпа чылай мероприяти ирттерме палăртнă. «Амазони» паркра вара «Тĕнчене йăлтăрккарах тăвар» хĕрлĕ çÿçлисен фестивалĕ старт илĕ.

14 сехетре паркăн сцени çинчен хулан пĕрремĕш çыннисем пухăннисене уявпа саламлĕç, Мускав районне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă çынсене чыслĕç. Аттракционсен хулинче иртекен «ВарВаренье» çуллахи фестивальте хăнасем тутлă апат-çимĕçпе сăйланĕç. Парка кĕмелли аллейăра вара Мускав кĕперне саракан тапхăра сăнлакан сăн ÿкерчĕксен куравĕпе паллашма май пулĕ. Çакăнтах Мускав районĕн Çамрăксен правительствин «Фотосушка» проекчĕ те вырăн тупĕ.

Уявăн чи савăнăçлă та хаваслă пайĕ — «Тĕнчене йăлтăрккарах тăвар!» фестиваль Шупашкарта кăçал иккĕмĕш хут иртет. Унăн программинче: хĕрлĕ çÿçлисен парачĕ, профессионаллă артистсемпе пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ. Уяв хăнисен тĕрлĕ конкурса хутшăнса парнесем çĕнсе илме май пулĕ. Спорт тата пултарулăх лапамĕсем, пылак призсем, аквагрим, вăйăсем, сăн ÿкерĕнмелли креативлă вырăн — уява килекенсем кăмăлсăр юлмĕç. Фестивале хутшăнакансем «Чи вăрăм хĕрлĕ çÿç», «Чи кăтра хĕрлĕ çÿç», «Чи «хĕрлĕ» хĕрлĕ çÿç» тата ытти номинацире мала тухассишĕн те тупăшĕç.

Рубрика: