Комментари хушас

2 Çурла, 2018

Ярославльте Антон палăрнă, Самарăра - Ярослава

Çуллахи каникулта нумай ача каннă, çывхарса килекен вĕренÿ çулне хатĕрленнĕ хушăра çамрăк шахматистсем Раççей шайĕнчи ăмăртура тупăшнă. Чăваш Енри шахмат шкулĕн вĕренекенĕсем Ярослава Гурьева тата Антон Смирнов Раççей Кубокĕн призерĕсем пулма тивĕçнĕ.

Ăмăрту утă уйăхĕн 20-29-мĕшĕсенче 2 хулара иртнĕ. Самарăра «Жигулев тавралăхĕ» ачасен XXVII шахмат фестивалĕ пулнă. 11 çула çитмен спортсменсен хушшинче пирĕн ентеш Ярослава 2-мĕш вырăна тухнă. Çав вăхăтра Ярославльте «Ăслă Ярослав — 2018» фестиваль иртнĕ. 13 çултан кĕçĕнреххисем хушшинче Антон бронза медаль çĕнсе илнĕ.

 

Рубрика: 
Теги: