Комментари хушас

2 Çурла, 2018

Салтак пурнăçне тутанса курнă

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарăвĕпе шкул ачисене патриотла воспитани парас тĕллевпе темиçе çул каялла çамрăк армеецсен «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерĕ йĕркеленĕ. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинчи лагерĕн иккĕмĕш смени вĕçленнĕ. 18 куна тăсăлнă «кану» 10-11-мĕш классене вĕренме каякан 360 ачашăн чăн-чăн салтак пурнăçĕ пулса тăнă.
Асăннă лагерьте Чăваш Ен ачисем те салтак пăтти тутаннă. Чăваш Енĕн 20 ачаран тăракан пĕрлештернĕ командине Шупашкар хулинчи 47-мĕш шкулта ОБЖ вĕрентекен Максим Максимов ертсе пынă. Республикăн тĕрлĕ шкулĕнче ăс пухакан ачасемшĕн çамрăк армеецсен лагерĕ пĕр чăмăра пĕрлештерекен, туслаштаракан вырăн пулса тăнă. Çамрăк армеецсен «Гвардеец» лагерĕнче республика чысне хÿтĕлесси — çав тери пысăк тивĕç. Командăна лекме çăмăл мар — унта чи-чи маттуррисем, çарпа патриотизм тата спорт конкурсĕсен, слечĕсен, фестивалĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем кăна лекееççĕ.
«Гвардеец» лагерĕн 2-мĕш сменинче федерацин Атăлçи округĕн 9 команди вăй виçнĕ. Программа çав тери кăсăклă пулнă, ачасем тĕрлĕ конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Вĕсем теори пĕлĕвне тарăнлатнă, хальхи вăхăтри çар техникипе, çыхăну тата маскировка мелĕсемпе, алă вĕççĕн çапăçмалли меслетсемпе паллашнă, стройпа утма хăнăхнă, ГТО нормативĕсене пурнăçланă, тĕрлĕ пăшалран тĕл пенĕ. Ачасем çар дисциплинин пĕлĕвĕсене илнисĕр пуçне хăйсене сапер, разведчик, снайпер вырăнĕнче те туйса курнă. Вĕсем хăйсен пурнăçĕнче пĕрремĕш хут присяга парса Пĕтĕм Раççейри ача-пăчапа çамрăксен «Юнармия» çарпа патриот юхăмĕн ретне тăнă. «Кун йĕрки салтакри пекех, пушă вăхăт çукпа пĕрех. Ачасем ирхи 7 сехетре тăраççĕ, ун хыççăн — зарядка, хăйсене йĕркене кĕртни, ирхи апат, развод. Кăнтăрлаччен — занятисем: утма вĕренеççĕ, медицина, инженери тата ытти енĕпе пĕлÿ илеççĕ. Кăнтăрлахи апат хыççăн теори тата спорт ăмăртăвĕсем», — каласа парать ачасемшĕн яваплă Максим Константинович.
Кашни çулах федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсенчи çĕршер арçын ача çакăн пек паттăрлăх шкулĕ витĕр тухать. Проект пурнăçа кĕнĕренпе «Гвардеец» лагерьсенче 5 пин ытла шкул ачи пулса курнă. Лагерьтен чăваш ачисем çĕнтерÿпе таврăннă. Лайăх кăтартусемпе палăрса пьедесталăн 2-мĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ маттурсем.
Команда ÿсĕмĕ чылай чухне вĕсен командирĕнчен те нумай килет. Эппин, Шупашкарти 5-мĕш гимнази вĕренекенĕ Алексей Соловьев чăннипех те тивĕçлĕ ертÿçĕ пулнă. Ыттисем те хăйсене маттур кăтартнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.