Комментари хушас

9 Çурла, 2018

Хура тинĕс хĕррине!

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче вĕренекен Лилия Воробьева Хура тинĕс хĕррине, «Орленок» лагере, каять. Унта чи-чи маттуррисем кăна лекееççĕ. Лилия «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» патшалăх организацийĕ ирттернĕ «Çĕршыв пуласлăхне — пĕр утăм» проектсен конкурсне хутшăнса ача-пăча лагерьне кайма путевка çĕнсе илнĕ. Хĕр ача шкул пурнăçне сăнласа 90 çеккунта тăсăлакан видеоролик хатĕрленĕ. Вăл жюри членĕсене килĕшнĕ. «Çав тери лайăх кăмăлпа çула тухатăп. Пĕлетĕп — мана унта нумай çĕнни кĕтет», — хăпартланать маттурскер.

«Лилия — шкул хастарĕ, лидерĕ. Вăл шкулта кăларакан хаçат валли статьясем хатĕрлет. «Контактра» социаллă сетьре шкул ачисен «Çĕнĕ Мăрат-Тукай-Вутлан-Тăманлă» ушкăнĕн страницине тытса пыракансенчен пĕри», — палăртать Çĕнĕ Мăрат шкулĕн вĕрентекенĕ Валентина Филиппова.
Юлашки 2 çулта шкулти 11 вĕренекен «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» йĕркеленĕ конкурссенче палăрнă, Хура тинĕс хĕрринчи лагерьсенче сывлăха çирĕплетнĕ.
Вера ШУМИЛОВА хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.