Комментари хушас

10 Çурла, 2018

Çĕнĕ сăра кивелнĕ...

Çичпÿртсем вырăссене чăваш йăлипе тĕлĕнтернĕ

Çурла уйăхĕн 2-4-мĕшĕсенче Вологда облаçĕнчи Кичеменгский Городок салинче регионсен хушшинчи «Ял — Раççей чунĕ» фольклор фестивалĕ иртнĕ. Мероприятие асăннă ял пуçланса кайнăранпа 550 çул çитнине халалланă.

Унта Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичпÿрт ялĕнчи «Кунер» халăх фольклор ушкăнĕ те хутшăннă. Пултарулăх коллективĕсем унта çуллахи ĕç тапхăрĕнчи халăх культурине, йăли-йĕркине кăтартнă. «Кунер» çĕнĕ тухăçа халалланă «Çĕнĕ сăра кивелни» йăлапа паллаштарнă. Виçĕ кунра Çичпÿртсем тăватă концерта хутшăннă, чăваш халăх юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе савăнтарнă. Çав вăхăтрах çурçĕрти вырăссен культурипе, çут çанталăкĕпе киленнĕ, «патшасен чуччувĕпе» ярăннă, Александр Невский храмĕнчи кĕлле хутшăннă. «Кунер» фестивальте Тав çырăвне, фольклор ушкăнĕсен хушшинчи конкурсра «Йăла-йĕркене чи лайăх кăтартни» номинацире çĕнтерсе I степень диплома тивĕçнĕ, тăван тăрăха савăк кăмăлпа таврăннă. Сăмах май, аваллăха кăмăллакан вырăссем Çичпÿртсене асăнмалăх чылай сувенирпа парне парса янă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.