Комментари хушас

15 Çурла, 2018

Вăрнарти тÿре-шара вăрман тасатнă

Шăпах çакнашкал ятпа уйăхлăх пынă май Вăрнар хула администрацийĕн ĕçченĕсем вăрмана çÿп-çапран тасатмашкăн субботник йĕркеленĕ. Вурнарка юхан шывĕн таврашне тирпей-илем кÿнĕ, 20 михĕ çÿп-çап пуçтарнă.

Çут çанталăкра тĕрлĕ уяв ирттерме пурте кăмăллатпăр. Анчах та тăван тавралăха тирпейлĕ тытмаллине манатпăр. Çÿп-çапа, хамăр усă курнă савăт-сапана ытти çын мар, хамăрăнах пуçтармалла. Çак йĕркене кашнийĕн пăхăнмалла пек, анчах пурте пĕр мар çав.

Валентина ПЕТРОВА.

Теги: