Комментари хушас

15 Çурла, 2018

Тĕлĕнмелли — килтех

Вăта Пукашра пурăнакан Елена кинемей килĕнче музей тейĕн, курмалли, тĕлĕнмелли пайтах кунта. Упăшки Василий Михайлов вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă ылтăн алăллă пулнă. Хăй пурăннă чухне аэроçуна тума пултарнă. Унпа вăл ялти ача-пăчана сахал мар катаччи чуптарнă.

Çак тĕлĕнтермĕш техника паянхи кун та упранса юлнă. Ял çыннисем те, ютран килнисем те Елена кинемей патне кĕрсе Василий Михайлович ăсталанă аэроçунана пахалаççĕ. Хăшĕсем вара тĕлĕнтермĕш техникăн вăрттăнлăхĕсене пĕлме тăрăшаççĕ, çакнашкал хатĕр тума ĕмĕтленеççĕ. Кил хуçи хăй вăхăтĕнче колхоз ертÿçи те, совхоз директорĕн çумĕ те пулса ĕçленĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Паттăр фронтовика вăрçă хыççăн Çĕпĕр-Урал тăрăхĕнчи милици уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçне те шанса панă.
Ялта пурăннă тата хуçалăхра ĕçленĕ чух Василий Михайлович, инженер специальноçне алла илнĕскер, ĕçтешĕсене нумай ырă сĕнÿсем панă, вĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Сăмахран, вăл ял çывăхĕнчи çăлран шыва электричество вăйĕпе уçласа урама хăпартмалла тунă.
Василий Михайлович ÿкерме те, йывăçран касса ăсталама та маçтăр пулнă. Хăш-пĕр ĕçĕ паянхи кун та упранать килĕнче.
Тăватă хĕр çуратса ÿстернĕ Михайловсем. Зоя, Надя, Грета, Эльвира качча тухса çемьесем çавăрнă. Елена кинемейĕн мăнукĕ те йышлă. Алеша мăнукĕ, сăмахран, Чечня вăрçинче палăрнă. Славик те асăннă вăрçăн çулăмĕ витĕр тухнă.
Аслă хĕрĕ Зоя Васильевна — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ. Вăл «Ольдеевский» совхозра нумай çул вăй хунă, темиçе хут та Çĕнĕ Шупашкар хулин депутатне суйланнă.

Анатолий МАКСИМОВ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.