Комментари хушас

16 Çурла, 2018

Тĕнче уçлăхне парăнтарасшăн

Ачасем космос çинчен ытларах пĕлччĕр, тĕнче курăмĕ аталантăр, алă хусканăвĕ лайăхлантăр тесе Шупашкарти 156-мĕш ача садĕнче «Тĕнче уçлăхне парăнтаракансем» центр уçăлнă.

Воспитательсем хăйăр çинче ракета, вĕçекен турилкке, «Хĕвел системи» баннер вырнаçтарнă. Хăйăрпа выляни ачасене лăплантарать, сывлăха çирĕплетет.

«Вĕлле хурчĕсем» аслă ушкăна çÿрекенсем уçăлма тухсан тÿрех аталану центрне чупаççĕ, хĕвел системипе, космоспа палашаççĕ. Планетăсене пĕр-пĕринчен уйăрма вĕренеççĕ.

 

Рубрика: