Комментари хушас

16 Çурла, 2018

Çын правине хÿтĕлекен уполномоченнăйпа министр халăха йышăнчĕç

Республикăри Наци библиотекинче çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çын правине хÿтĕлекен уполномоченнăй Надежда Прокопьева тата ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ирттернĕ йышăнăва медицина пулăшăвне тивĕçес енĕпе хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусен хуравĕсене тупмашкăн маларах çырăннă граждансем чăннипех нумайччĕ.

Палăртнă вăхăтра пыракансен йышĕ самаях пĕчĕк пулчĕ. Надежда Викторовна палăртнă тăрăх, сăлтавĕ ансат: асăннă тытăмăн тĕл пулăва хутшăнма хатĕрленнĕ граждансене мĕн канăçсăрлантарнипе малтанах кăсăкланнă специалистсем вĕсен ыйтăвĕсене яланхиллех тĕплĕн тишкерсе, татса памашкăн çийĕнчех васкавлă мерăсем йышăнса, чылайăшне пулăшма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Тĕрĕссипе, ыттисене те сиплев ыйтăвĕнчен ытларах сыватмăшсенчи хăтлăх, вĕсен çывăхĕнче транспорт хатĕрĕ валли вырăн, сусăрсем усă курма пултаракан хутлăх çитменни пăшăрхантарать. Йывăр чирпе нушаланакан А.Сергеев кăна хăйне тухтăрсен консилиумĕнче çырса панă эмел препаратне урăххипе улăштармашкăн май килни-килменнине пĕлесшĕн пулчĕ. Çавна май йышăну Владимир Викторов министр пациент сипленекен учрежденипе çыхăнчĕ, тĕп тухтăрăн заместителĕ ăна çитес тунтикун ирхине кĕтнине пĕлтерчĕ…