Комментари хушас

24 Çурла, 2018

Шупашкар çулсерен чиперленет

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ — республикăн тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе «Хулара хăтлă хутлăх йĕркелес» программа епле пурнăçланнине вырăна тухса уçăмлатрĕ.

Александр Алексеевич Шупашкар районĕнчи Тутаркасси ял тăрăхне çитсе курчĕ. Кунта, унчченхипе танлаштарсан, самаях хăтлă пулнине палăртрĕ.

Программа пĕлтĕр ĕçлеме тытăннă. Мероприятисем ирттерме 300 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисем, Патăрьел, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсем хастар хутшăннă. 2017 çулта 73 çурт картишне, 14 общество хутлăхне, 4 парка хăтлăлатнă. Спорт тата вăйă площадкисене 750 хатĕр вырнаçтарнă.

«Çынсен шухăшне шута илсе эпир ку чухнехи хула хутлăхне йĕркелес, картиш территорийĕсемпе общество хутлăхĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе малалла тăсатпăр», — палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи кăрлач уйăхĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Тĕрĕсех ĕнтĕ, халăх пурăнакан вырăнсене тата общество хутлăхĕсене тирпей-илем кĕртесси пурне те пырса тивекен кирлĕ ĕç шутланать. «Хамăр пурăнакан картиш сăн-сăпачĕ, унта çутă та таса пулни, — тенĕ малалла Михаил Васильевич, — йывăç-тĕм, чечек клумбисем, уçăлса çÿремелли тата ачасем валли канмалли вырăнсем, меллĕ саксем, автомобиль тăратмалли вырăнсем пурри-çукки кашни çыншăнах пĕлтерĕшлĕ».

Кăçал 44 çурт картишне, 24 общество хутлăхне, 4 парка тирпей-илем кÿме палăртнă. Проекта пурнăçлама Йĕпреç, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Елчĕк, Тăвай районĕсем те хутшăнаççĕ. Федераци бюджетĕнче мĕн пурĕ 267,9 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 2018-2022 çулсенче 900 пине яхăн çын пурăнакан 1175 çурт картишне, 161 общество хутлăхне 1422,6 млн тенкĕлĕх тирпей-илем кĕртмелле.