Комментари хушас

27 Çурла, 2018

Николай Максимовăн историлле романĕ кун çути курнă

Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Максимовăн «Майра патша парни» хайлавĕ пичетленсе тухнă. Ăна çыравçă 2010-2017 çулсенче калăпланă. Кĕнеке редакторĕ – В.Г. Кошкин, ÿнерçи – А.И. Алексеев, тиражĕ – 1000 экземпляр.

Историлле романри ĕç-пуç Иккĕмĕш Кĕтерне патша вăхăтĕнче пулса иртет. Атăл тăрăхне çитсе курма шут тытнă майра патша Улатăрта хĕсметре тăракан хăюллă чăваш каччине куç хывать, ăна хăйне хураллама службăна илет. Ахаль салтакран вăл казак, каярах сержант пулса тăрать, унтан «...полк командирĕ ăна тепĕр кĕтмен хыпар пĕлтерчĕ: Кĕтерне патша хушнипе ăна фельдфебель чинĕ панă».

Паллах, Кĕтерне çыннисем Сентиере май пулсанах майра патшаран сивĕтме тăрăшнă, – çавăнпа та ултă çултанах Упа каялла киле таврăннă. Кĕтмен çĕртен тăван Эпеçе пырса кĕнĕ Сентиере никам та кĕтмен ялта... Çакăнтан тĕп сăнарăн пурнăçĕ пачах урăхла çул-йĕрпе чуптарать, шăпа ăна Емельян Пугачевпа иккĕмĕш хут тĕл пултарать. 

Хайлав хăвăрт вуланать, çыравçă чĕлхи ансат та пуян. Тĕрлĕ истори событийĕсене автор тĕрлĕ ÿсĕмри вулаканшăн та ăнланмалла кăтартса парать. Патшан вăл е ку указĕ чăваш халăхĕн пурнăçне мĕнле витĕм кÿнине те курăмлăн палăртнă.

 

 

Рубрика: