Комментари хушас

31 Çурла, 2018

«Хыпар» хаçат турнирĕ: 14 çултан аслăраххисем те вăй виçĕç

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри турнира йĕркелес ыйтупа ĕçлекен йĕркелÿ ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Чăваш Енри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Сидоров тата ыттисем хутшăнчĕç. Унта турнира ирттерес ыйтупа çыхăннă хăш-пĕр саманта пăхса тухрĕç.

Кăçал Пĕтĕм Раççейри турнир чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче иртĕ. Пĕлтĕрхи пекех ăмăртура норматива пурнăçлакан спортсменсем «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçĕç. Çавăн пекех кăçал 14 çултан аслăрах яшсемпе хĕрсен хушшинче пĕрремĕш хут уйрăм тупăшу ирттерме йышăннă.

СĂМАХ МАЙ

Мастерсен турнирĕсем çулсерен Бурятире /РФ Спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕн Сергей Леоновăн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăрту/ тата Калугăра /губернатор кубокĕ/ иртеççĕ.

 

Рубрика: 
Теги: