Комментари хушас

30 Çу, 2014

Хорпа юрласси çĕнĕрен вăй илет

Куславкка районĕнчи культура ĕçченĕсем те Культура çулталăкĕнче хастарлăха ÿстернĕ. Славян çырулăхĕпе культурине уявланă кунсенче кунта хор ассамблейи иртнĕ. Районта Пĕтĕм Раççейри хор обществин пуçламăш уйрăмне йĕркеленĕ. Ăна ертсе пыма Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Диляра Стуловăна шаннă.

Ассамблейăна тăватă хор хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ Куславккари ачасен музыка шкулĕнче ĕçлеççĕ, тепри - хулари культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Солдатихина хутшăннă, сăмах каланă, хорпа юрласси юлашки вăхăтра çĕнĕрен аталанма пуçланине ырланă.

Ачасен хорĕсем чăваш, вырăс композиторĕсен, чикĕ леш енчи классиксен произведенийĕсене шăрантарнă. Культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ концерта "Летите, голуби", "Вижу чудное приволье" юрăсемпе вĕçленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.