Комментари хушас

4 Авăн, 2018

Ÿнер сиплет: Шупашкарта парамузыка фестивалĕ иртет

Çапла калаççĕ Парамузыка фестивальне йĕркелекенсем. Раççей патшалăх искусствăсен ятарлă академийĕн пуçарнипе çулсерен иртекен музыка уявне Шупашкар йышăнчĕ.

Фестиваль «Ÿнерпе сипленмелли мелсем» наукăпа практика конференцийĕнчен пуçланчĕ. Унта Чăваш Енри тата тĕрлĕ регионти культура учрежденийĕсен специалисчĕсем сусăрсемпе ĕçлемелли уйрăмлăхсем çинчен каласа пачĕç.

Парамузыка фестивальне 15 регионтан 40 ытла артист хутшăнать. Вĕсем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацире тĕрĕслĕç. Ыран Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çине Чăваш Енри паллă артистсемпе пĕрле тухĕç.

Гргорий Микаелян, фестиваль директорĕ:

Кăçал эпир ку фестивале иккĕмĕш хут пухăнатпăр. Шупашкар пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Артистсем хулари паллă вырăнсене çитсе курчĕç, музейсемпе паллашрĕç, залив хĕрринче уçăлса çÿрерĕç.

Елена Благирева, искусствăсен ятарлă академийĕн проректорĕ:

Ку фестиваль питĕ пĕлтерĕшлĕ проект. Вăл сусăр çынсене питĕ кирлĕ. Çамрăксен пултарулăхне аталантарма, вĕсене çынсемпе хутшăнма, обществăра хăйсене тупма пулăшать. Патшалăх та сусăрсен тĕлĕшпе нумай ĕç тăвать. Инфратытăма çĕнетнисĕр пуçне тĕрлĕ мероприяти ирттерме майсем туса парать.

Софья Бабич, 18 çулта, Тольятти хули:

Эпĕ юрлама юрататăп. Сцена çинче эп хамăн инкекĕм çинчен манса каятăп. Юрлани мана пурăнма вăй-хăват парса тăрать. Тĕрлĕ хулапа çĕршыва тухса çÿретпĕр. Куракансем пирĕн пултарулăхăма кăмăлласа йышăнни хавхалантарать, çунат хушать.

 

Рубрика: