Комментари хушас

4 Авăн, 2018

Министрсен Кабинечĕ: тĕп вырăнта – пенсипе çыхăннă улшăнусем

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси системине улăштарас тĕлĕшпе панă сĕнÿсене пурнăçлас тĕлллевпе Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртесси — шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулчĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн паян иртнĕ анлă ларăвĕнче. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те хутшăнчĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ЧР Правительствин тата Патшалăх Канашĕн кĕске тапхăртах регион саккунĕсене улшăнусем кĕртмеллине палăртрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов республика саккунĕсене Президент сĕнĕвĕсене тĕпе хурса улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе парламент мĕнле ĕçлени пирки чарăнса тăчĕ. 

Пенсипе çыхăннă саккунсене кĕртме сĕнекен улшăнусем пирки ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев доклад турĕ. Вăл Президент сĕнĕвĕнче тĕп «6 положени» пуррине аса илтерчĕ: вĕсем хĕрарăмсен пенси çулне 3 çул чакарассипе, граждансен тĕрлĕ категорийĕ тивĕçлĕ канăва иртерех каймалли ирĕкĕпе /çав шутрах нумай ачаллă амăшĕсем валли/ ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ çынсене пулăшассипе çыхăннă.

«ЧР Ĕçлев министерстви ĕçлев рынокĕнче аслă ÿсĕмри çынсемпе çыхăннă тăнăçлă лару-тăрăва сыхласа хăварас тĕллевпе мерăсем йышăнчĕ», — терĕ министр. Ĕçлев центрĕсенче аслă ÿсĕмри çынсене ĕçе вырнаçтарас ыйтусемпе 23 консультаци пункчĕ туса хунă, «хĕрÿ лини» телефонĕсен ĕçне йĕркеленĕ.

Пенси çулне çывхаракан граждансем хăйсен предприятийĕнчех малалла ĕçлес тĕллевпе вĕренме е квалификацине ÿстерме пултараççĕ. Сергей Димитриев аслă ÿсĕмри 300 çын ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтма пултарассине, вĕсем уйăхсерен 11280 тенкĕ ĕçсĕрлĕх пособийĕ /икĕ хут пысăклатнă виçепе/ илсе тăрассине каларĕ. 

Владимир Путин куçăм тапхăрĕнче, пенсипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕрсе пĕтиччен, федераци çăмăллăхĕсем сыхланса юлассине те палăртрĕ. Çав шутрах — куçман пурлăх тата çĕр налукĕсем, регионăн халĕ вăйра тăракан çăмăллăхĕсем.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Ен Правительстви регион сакккунĕсене кĕртме сĕнекен улшăнусене тĕпрен илсен ырланине пĕлтерчĕ.

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа та Сергей Димитриевах калаçрĕ. Вăл ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă: сăмах реабилитациленĕ çынсене — вĕсем сусăр тесе йышăннине е пенси илнине пăхмасăр — телефон тÿлевсĕрех кĕртсе парасси пирки пырать.

Виççĕмĕш ыйту та пенси саккунĕсен улшăнăвĕсене «çемçетмелли» мерăсемпе усă курассипе çыхăннă. ЧР Министрсен Кабинечĕн 596-мĕш йышăнăвне кĕртме сĕнекен улшăнусемпе килĕшÿллĕн граждансен уйрăм категорийĕ общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн пулакан тăкаксен пĕр пайне куçăм тапхăрĕнче те илме пултарать. Аса илтеретпĕр: компенсаци виçи транспортпа çÿремелли билет хакĕн 20 проценчĕпе танлашать.

 

Теги: