Комментари хушас

6 Авăн, 2018

«Хыпар» издательство çурчĕн калем ăстисене тав турĕç

«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕ» «Ырри ан ыртăрччĕ» проект пурнăçлать. Корреспондентсем волонтерсемпе тĕл пулаççĕ, ыр кăмăллăх организацийĕсен ĕçне çутатаççĕ, йывăр лару-тăрурисене пулăшмашкăн акцисем йĕркелеççĕ.

Утă уйăхĕн вĕçĕнче кăларăм корреспонденчĕ Ольга Калитова Чăваш Енри «Ырăлăх тĕнчи» организаци пирки статья хатĕрлерĕ. Унта Татьяна Бочкарева ертÿçĕ 2014 çулта йĕркеленнĕ пĕрлешĕвĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Хастарсем çын пурнăçне çăлаççĕ, ачасене йывăр чирпе кĕрешме пулăшаççĕ, тÿрĕ çулран пăрăннисене ал параççĕ, килсĕррисемпе йывăр лару-тăрурисене эрнере икĕ хутчен апат çитереççĕ. Статья вулакансене лăпкă хăварман, пĕрлешĕве шăнкăравласа пулăшу сĕнекенсем пулнă.

«Ырăлăх тĕнчин» хастарĕсем «Çамрăксен хаçачĕн» коллективне, Ольга Калитова корреспондента Тав хучĕсемпе чысларĕç. Волонтерсемпе калем ăстисем малашне те тачă çыхăнса ĕçлĕç.

* Сăн ÿкерчĕкре - «Ырăлăх тĕнчин» ертÿçипе Татьяна Бочкаревăпа Ольга Калитова.

Теги: