Комментари хушас

10 Авăн, 2018

Лев Гренадерский каллех тĕлĕнтерет

Раççей телеканалĕпе пыракан «Лучше всех!» программăна Шупашкарти 130-мĕш ача сачĕн воспитанникĕ Лев Гренадерский хутшăннине пурте ас тăваççĕ-тĕр. Хăй географие мĕн таран пĕлнипе куракансене тĕлĕнтернĕскер интернет уçлăхĕнче, телекурав хутлăхĕнче палăрсах пырать. Пилĕк çулти арçын ача «Раççей чи лайăх гичĕ» çĕршыв конкурсĕнче хутшăнма хатĕрленет. Тупăшăва «Вырăс географи обществи» йĕркелет.

18 çул тултарман, профессисĕр гидсен йышĕнче ăмăртасшăн Лев. Конкурс йĕрки тăрăх унта хутшăнаканăн икĕ минутлăх ролик-видеоçулçÿрев хатĕрлемелле. Гренадерский материалĕнче — Чăваш Ен тĕп хулин паллă вырăнĕсене халалланă сюжет. Арçын ача Анне палăкĕпе, Шупашкар кÿлмекĕпе паллаштарать. Видео ÿкерес ĕçе çав тери тĕплĕ хатĕрленнĕ унăн çемйи, ÿкерме вырăнти телекурав ăстисенчен пулăшу ыйтнă. Шкул ÿсĕмне çитмен Лев амăшĕпе пĕрле тăван хула çинчен сăвă та çырнă.

Шăпăрлана конкурс витĕр ăнăçлă тухма пулăшас текенсем унăн роликне интернет уçлăхĕнче Youtube каналра пăхма пултараççĕ. Жюри ĕçсене тишкерсе хак панă чухне материалпа мĕн чухлĕ çын паллашнине те шута илет-мĕн.

 

Рубрика: