Комментари хушас

13 Авăн, 2018

Тăван енрен аякри хăех чуна çирĕплетет

Авăнăн 4-мĕшĕнче ирхине 5 сехет çурăра ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пирĕн корреспондент та Чăваш кадет корпусĕн аслăрах класĕсенче вĕренекенĕсене Пермь хулине ăсатрĕ. Унтан çĕрле 2 сехетре кĕçĕнреххисене Хура тинĕс хĕррине вĕçекен самолета лартса ячĕ. Пермьри Кадет корпусĕнче пирĕн ачасем мĕнлерех пурăнаççĕ-ши? Крымри «Лучистый» лагерьте чарăннисене вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсĕн сывлăшĕ килĕшнĕ-ши?

Самолета ларса тĕлĕннĕ

Максим Ложкин Шăмăршă салинче 5 класс вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти Кадет корпусне килнĕ. Амăшĕ Марина Васильевна каласа кăтартнă тăрăх, вăл пĕчĕкренех çирĕп кăмăллă. Кадет пулса тăни ăна хавхалантарнă. Самолета ларса курма вара арçын ача тахçанах ĕмĕтленнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕпе ирхине те, каçхине те телефонпа е интернетпа çыхăнать. Самолета ларнине Максим пысăк хавхаланупа, тĕлĕнсе каласа кăтартнă. Уйрăмах анса ларнине. Аэропортран лагере автобусра кайнă чухне слон курни те арçын ачашăн нумайлăха асра юлĕ. Çывăх çыннисенчен кун пек вăхăтлăха пĕрре мар уйрăлнă вăл. Республикăри кану лагерĕсенче час-часах пулнă. Тинĕс хĕрри вара ун чунне тыткăнланă.
— Лагерьти кадетсем куна тинĕс хĕрринчен пуçлаççĕ. 6 сехетре тăрса çырана тухаççĕ. Зарядка тунă, чупса çаврăннă хыççăн шывра чÿхенеççĕ те ирхи апата васкаççĕ. Тĕрлĕ мероприяти вĕсен кунне пуянлатать. Кунне 5 хут тутлă апатпа сăйлаççĕ. Максим лагерьте питĕ килĕшнине кашни кун калать. Юлташсем те тунсăхлама памаççĕ. Класс ертÿçи ырă кăмăллине палăртать ывăлăм, — терĕ телефонпа çыхăнсан Максим Ложкинăн амăшĕ Марина Васильевна. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.