Комментари хушас

14 Авăн, 2018

Шкул пÿлĕмĕсем услам валли мар

Патшалăх тата муниципалитетсен пурлăхĕпе мĕнле усă курнипе çыхăннă ыйтăва республикăра коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелесе пыракан комисси ларăвĕсен кун йĕркине те час-часах кĕртеççĕ, ытти пуху-канашлура та тишкереççĕ. Ăнсăртран мар. Кунта коррупци сĕмĕллĕ преступленисем валли чăннипех никĕс пур вĕт. Акă мĕншĕн прокуратура та çак темăна куçран вĕçертмест.

Республика прокуратури шкулсен тата шкулчченхи вĕрентÿ организацийĕсен пÿлĕмĕсемпе, территорийĕсемпе, пурлăхĕпе мĕнле усă курнине тĕрĕсленĕ тĕслĕхсене пĕтĕмлетнĕ. Шел те, пур çĕрте те йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ теме çук — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, вĕрентÿ ор-ганизацийĕсен ĕçĕнчи чылай çитменлĕхе тăрă шыв çине кăларнă.
Калăпăр, Муркашри вăтам шкул директорĕ кăçалхи кăрлачра предпринимательпе ăна шкул пÿлĕмне арендăна пама килĕшÿ тунă. Хайхи пÿлĕме канцеляри таварĕсем, ытти тавар сутмалли киоск вырнаçтарма тара панă. Çав вăхăтрах учредительтен, Муркаш районĕн администрацийĕнчен, çапла тумашкăн ирĕк илмен — вырăнти влаçăн ку енĕпе килĕшÿ памалла пулнă. Çакнашкал аренда ачасен вĕренĕвĕпе аталанăвне, канăвне мĕнле витĕм кÿрессине экспертсене те хаклаттарман. Вĕрентÿ, ачасен прависен тĕп гарантийĕсем çинчен калакан саккунсене пăсни куç кĕрет.
Муркаш районĕн прокурорĕ шкул ертÿçи тĕлĕшпе представлени çырнă. Ăна тишкернĕ, йĕркене пăснине пĕтернĕ, вĕрентÿ учрежденийĕн должноçри çыннине дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Шкул директорĕ вара КоАПăн 7.35 статйипе /муниципалитет пурлăхĕпе хуçаланнă чух килĕшÿ тумалли йĕркене пăсни/ явап тытнă.
Пурăнмалли мар пÿлĕмсене учредительтен ирĕк илмесĕрех айккинчи çынсене арендăна панă, тивĕçлĕ документсем хатĕрлемен тĕслĕхсене пĕлтĕр тата кăçал çавăн пекех Çĕрпÿри 2-мĕш, Кÿкеçри 1-мĕш, Шупашкарти 9, 19, 37, 48, 56-мĕш шкулсенче, 145-мĕш ача садĕнче тупса палăртнă. Çĕрпÿ, Шупашкар, тĕп хулари Калинин, Ленин, Мускав районĕсен прокурорĕсем тивĕçлĕ мерăсем йышăннине кура çитменлĕхсене пĕтернĕ, шкулсен ертÿçисене дисциплина енĕпе тата административлă майпа явап тыттарнă.
Шкулсенче, уйрăмах тĕп хуларисенче, вырăн çитменни вăрттăнлăх мар, çав вăхăтрах хăш-пĕр çĕрте тăваткал метрсене арендăна пама та именменни чăннипех тĕлĕнтерет.
Сăмахран, 2016 çулхи раштавра Шупашкар хулин администрацийĕ килĕшнипе тĕп хулари 4-мĕш гим-нази «Икар-1» ОООпа пÿлĕмсене арендăна памалли килĕшÿ тунă. 70 тăваткал метр коммерци фирмине медицинăпа çыхăннă ĕç-хĕл валли кирлĕ пулнă. Çак тĕллевпе «Икар-1» вĕрентÿ организацийĕн пÿлĕмне çĕнĕлле йĕркелесе юсав ĕçĕсене те пурнăçланă. Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăт тĕлне фирма унта ĕçлеме пуçламан — медицинăпа çыхăннă ĕç-хĕл валли лицензи илсе ĕлкĕреймен, ăна 2017 çулхи пуш уйăхĕнче илмелле пулнă.
Ленин районĕн прокурорĕ вăхăтра мерăсем йышăннине кура «Икар-1» шкулта уставра пăхнă ĕçе пуçăнайман, аренда килĕшĕвне пăрахăçлама тивнĕ. Шкул директорне КоАПăн 6.7 статйин 2-мĕш пайĕпе /ачасене воспитани памалли тата вĕрентмелли условисем тĕлĕшпе санитарипе эпидемиологи требованийĕсене пăсни/ административлă майпа явап тыттарнă.
Прокурорсен тĕрĕслевĕсем çавăн пекех вĕрентÿ организацийĕсен пурлăхĕпе çирĕплетнĕ тĕллевпе усă курман тĕслĕхсене те тупса палăртма май панă. Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта сенсор пÿлĕмĕ валли уйăрнă оборудованипе çапла пулса тухнă. Тĕрĕслевпе пынă вăхăт тĕлне шкулта сенсор пÿлĕмĕ вуçех пулман, пурлăх вара шкулăн тĕрлĕ пÿлĕмне саланнă. Моноблок — директор патĕнче, инвалид ачасем валли текстсен калăпăшне пысăклатма усă курмалли хатĕр — кадрсен инспекторĕн пÿлĕмĕнче. Çитменнине, вăл юсавсăр иккен.
Çак тĕслĕхсемпе Вăрнар районĕн прокурорĕ райадминистраци пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă. Çакăн хыççăн çитменлĕхсене пĕтернĕ, тăватă çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Шкулта халь сенсор пÿлĕмĕ те пур. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.