Комментари хушас

15 Авăн, 2018

Чăваш Енре Наци кросĕ старт илчĕ

Раççейре паян Пĕтĕм çĕршыври чупу кунĕ иртет. Акцие Чăваш Ен те хутшăнать. Кăçал республикăра Наци кросĕ 15-мĕш хут старт илчĕ.
Спорт уявне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ, çак кун Шупашкар заливне килнĕ сывă пурнăç йĕркине хисепленекен çынсене чупура çеç мар, кулленхи пурнăçра та пысăк çитĕнÿсем тума ыр сунса сăмах каларĕ. 12 сехетре Анне палăкĕ умĕнчи лапамра Наци кросĕ уçăлни çинчен пĕлтерсе старт пачĕç. Çак вăхăтрах республикăри район центрĕсемпе хулисенче те спорт тусĕсем ăмăртăва тухрĕç.
Чи малтан массăллă чупу пуçланчĕ. Ку ушкăнра пурте васкамасăр, пĕр-пĕринчен иртессишĕн тăрăшмасăр чупрĕç пулсан ытти ăмăрту хĕрÿ пулни иккĕлентермерĕ. Чупăва хутшăнакансене тĕрлĕ дистанци — 1 çухрăмран пуçласа 12 çухрăм таран — сĕннĕ. Кăçал чупакансем çĕнĕ маршуртпа — тĕп хулан юсаса çĕнетнĕ Мускав çыранĕпе — çула тухрĕç.
Çĕнтерÿçĕсене çичĕ тĕрлĕ ÿсĕм ушкăнĕнче палăртма йышăннă. Ăмăртура мала тухакансене кубоксемпе, медальсемпе тата дипломсемпе хавланатарĕç. Чупăва хутшăннисенчен чи çамрăккине тата чи аслине ятарлă парне кĕтет.
Кăçал Наци кроссне, йĕркелÿçĕсем каланă тăрăх, Шупашкарта пурăнакан 15 пине яхăн, республикăри ял-хуласенче 60 пинрен кая мар çын хутшăнчĕ.

Юрий ИЛЬИН, 71 çулта:
Чупăва 15-мĕш хут хутшăнатăп. Пĕлтĕр "чи опытли" ята та тивĕçнĕччĕ. Пĕр çулхине 16 çухрăм та чупнăччĕ. Кунашкал мероприятисем мана питĕ килĕшеççĕ, паян та кăмăл çĕкленÿллĕ. Халăх хушшинче пулни пурнăçпа тан пыма пулăшать.

Юлия тата Анастасия, Шупашкарти 1-мĕш гимназин 9-мĕш класс вĕренекенĕсем:
Иккĕмĕш çул Наци кросĕнче чупатпăр. Спорта юрататпăр, сортпа туслă. Кашни кун ирпе чупма тухатпăр. Çавăнпа паян ыттисенчен кая тăрса юлмастпăр пулĕ тесе шухăшлатпăр. Мала та тухас килет...

Геннадий КИСЕЛЕВ, 81 çулта:
Виççĕмĕш ушкăн инваличĕ пулсан та кашни çулах "Наци кросĕ" тата "Йĕлтĕр йĕрĕ" акцисене хутшăнатăп. Ку мероприятисенче çулсерен çамрăксене ытларах та ытларах асăрхатăп. Савăнтарать ку паллах. Апла тăк хĕрсемпе каччăсем сывă пурнăç йĕркипе пурăнма, спортпа туслашма тăрăшаççĕ. Çавăн йышшисене, хам та сиенлĕ йăласенчен аякра тăнăран, питĕ хисеплетĕп.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Валентина БАГАДЕРОВА.

Рубрика: 
Теги: